Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗнӗ ҫул

Хулара
"Чеб.ру" сайтри сӑн
"Чеб.ру" сайтри сӑн

Ҫӗнӗ ҫул каҫхине Шупашкарта троллейбуссемпе автобуссем ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен ҫӳрӗҫ. Хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, общество транспортне тӗп магистраль маршручӗсемпе кӑна ярӗҫ. Вӗсем хӑшӗсем пулнине палӑртман.

Кӑрлачӑн 1-2-мӗшӗсенче общество транспорчӗ вырсаникунхи маршрутпа ҫӳрӗ.

 

Республикӑра
gorod-ust-labinsk.ru сайтри сӑн
gorod-ust-labinsk.ru сайтри сӑн

Ҫулсерен Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» акци ирттересси йӑлара. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев нумаях пулмасть Мускавра чӑрӑш ҫинчен тетте илнӗ. Унта – ачан ӗмӗчӗ.

Олег Алексеевича Патӑрьел округӗнче пурӑнакан 9 ҫулти Самирӑн тетти лекнӗ. Вӑл электросамокат пирки ӗмӗтленет-мӗн. Олег Николаев унӑн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ.

«Пирӗн республикӑра пурӑнакан ачасен ӗмӗтне пурнӑҫлама кӑмӑллӑ», - тенӗ Элтепер.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/7755
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗрпӳ округӗнчи Рынкӑ салинче пурӑнакан 7 ҫулти Миша трактор ҫине ларма курма ӗмӗтленнӗ. Округри агромпромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсене союзӗ ӑна Ҫӗнӗ ҫул парнипе савӑнтарнӑ – Миша халльхи йышши К-739 трактор кабининче пулса курнӑ.

Ача хӑватлӑ техникӑна ларсан питӗ савӑннӑ. Кам пӗлет: тен, ҫитӗнсен вӑл тракторист пулӗ?

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_73760
 

Хулара

Раштавӑн 31-мӗшӗнче Шупашкарта йӑлана кӗнӗ ретро-троллейбус ҫула тухӗ. Вӑл яланхи пекех Трактор тӑвакансен проспектӗнчен пуҫласа «Университет» микрорайона ҫитӗ.

Троллейбус 9 сехет те 11 минутра ҫула тухӗ, рейса 16 сехет те 55 минутра вӗҫлӗ. Ӑна хитрелетсе Ҫӗнӗ ҫул сӗмӗ кӗртӗҫ.

Транспорт ӑҫта ҫитнине «Ӑслӑ транспорт» сарӑмра курма пулать.

 

Раҫҫейре
culture.ru сайтри сӑн
culture.ru сайтри сӑн

«Ростелеком Контакт-центр» Хӗл мучин тата унӑн цифра пулӑшуҫисен хӗрӳ линийӗ кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ӗҫлесе кайнӑ. Унта ачасем 800 101-10-42 номерпе шӑнкӑравласа тупмалли юмахсене пӗлме, Юр пикене парнесем пирки каласа кӑтартма, Хӗл мучи валли ырӑ сӑмахсем хӑварма пултараҫҫӗ.

Шӑнкӑрав тӳлевсӗр, вӑл раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлать. Проект «Раҫҫей почти» тата Аслӑ Устюгри Хӗл мучин резиденцийе пулӑшнипе пурнӑҫланать.

 

Раҫҫейре

Кӑҫалхи юлашки эрне пуҫланчӗ. Хальхинче эпир 6 кун ӗҫлӗпӗр. Кайран каникул пуҫланӗ – 11 куна тӑсӑлӗ.

Шӑматкун кӗске ӗҫ кунӗ пулмӗ. Раштавӑн 29-мӗшӗнче канма пуҫлӑпӑр та кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче ӗҫе тухӑпӑр. Кайран икӗ кун ӗҫлӗпӗр те каллех икӗ кун канӑпӑр.

2025 ҫулта вӑрӑма тӑсӑлакан канмалли кунсем пулӗҫ: ҫу уйӑхӗн 1-4-мӗшӗсенче, ҫу уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче, ҫӗртмен 12-15-мӗшӗсенче, чӳкӗн 2-4-мӗшӗсенче.

 

Хулара
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул троллейбусӗ ҫӳрӗ. Унтаи Хӗл мучипе Юр пике пулӗҫ.

Асамлӑха лекес килет-и? Апла 54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуса лармалла. Номерӗ – 1151.

Троллейбусра конкурссем, викторинӑсем пулӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул тррллейбусӗ 10 сехет 57 минутра «Иваново» микрорайон» чарӑнуран тапранӗ. Вӑл 13 сехетчен ҫӳрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_73641
 

Ял пурнӑҫӗ

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Акчикасси ялӗнче пурӑнакан Елена Патьянова Ҫӗнӗ ҫул тӗлне юртан кӳлепесем ӑсталама юратать. Кӑҫал вӑл ҫитес ҫул паллине, Симӗс Ҫӗлене, хатӗрленӗ. Ӑна симӗс тӗспе сӑрланӑ.

Вӗсен килӗ умӗнчен иртсе ҫӳрекенсем ҫак кӳлепепе киленеҫҫӗ..

Елена Александровна чылай ҫул ӗнтӗ юр ҫунӑ-ҫуман тӗрлӗ кӳлепе ӑсталать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Республикӑри йӗрке хуралҫисем «Хӗл мучи полицейски» акцие хутшӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем светофор симӗс ҫутнӑ вӑхӑтра ҫул урлӑ каҫнӑ чухне автобус айне ҫакланнӑ арҫын ача патне саламлама кайнӑ. Телее, вӑл аварире хытах аманман.

Полицейскисем ӑна шкултан кӗтсе илнӗ, пылак парнепе савӑнтарнӑ, вылямалли полици машини тата паттӑрсем пирки ҫырнӑ кӗнеке панӑ.

 

Хулара
cheboksary.ru сайтри сӑн
cheboksary.ru сайтри сӑн

Ку канмалли кунсенче, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 13 сехетре «Амазония» этнокомплексра Хӗл мучин ҫуртне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.

Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗ патне уяв асамҫин тронне вырнаҫтарӗҫ. Унта кашни ача ларса курма, сӑвӑ каласа, юрласа кӑтартма пултарать. Ҫавӑнтах хитре сӑн ӳкерӗнме май пулӗ.

Чи лайӑх хыпарӗ вара акӑ мӗн: Хӗл мучин ҫуртне тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_18749
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 31
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тӑватӑр, анчах хӑвӑра алӑра тытмалла. Ҫӗнӗ проектсене пуҫӑнма, пухӑннӑ ыйтусене татса пама вӑхӑт. Ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне ӑнланманлӑхсем пулма пултарӗҫ — чӑтӑмлӑ пулӑр. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене кая хӑвармалла мар.

Чӳк, 10

1896
130
Андреев Алексей Петрович, генерал-майор ҫуралнӑ.
1969
57
Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
1977
49
Ягупова Ирина Николаевна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем